Ятарлă тÿлеве тивĕçнĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 23.05.2025, 14:30 Просмотров: 40

1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çитнĕ ятпа Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Республики тăрăхĕнчи уйрăмĕ урлă Чăваш Енре пурăнакан 2,7 пин çын пĕр вăхăтлăх тÿлев илме тивĕçнĕ.

Асăннă тÿлеве çак категорисенчи çынсене панă:

– Асă Отечественнăй вăрçăра пулнă тата инвалид тесе йышăннă 46 çынна;

– концлагерьсенче, тĕрмесенче тата геттора тытнă çул çитмен 27 çынна;

– «Блокадăри Ленинградра пурăннă çынна» паллăпа наградăланă 23 гражданина;

– Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçнă салтаксен тăлăх арăмĕсене, тăлăх упăшкисене, инвалид тесе йышăннă çывăх çыннисене – пĕтĕмпе 683 çынна;

– тылра ултă уйăхран кая мар тăрăшнисене тата Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче ырми-канми ĕçленĕшĕн орденсемпе е медальсемпе наградăланисене – пĕтĕмпе 1871 çынна.

Юбилейпе çыхăннă тÿлевсене автомат меслечĕпе куçарса панă. Пенси илекенсем çак укçана банксем урлă илнĕ. Пенсие почта уйрăмĕсем урлă илсе тăракансене ку тÿлеве Раççей Почти çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн киле пырса панă.

Раççейри Социаллă фонд сĕнекен пулăшусем çинчен тĕплĕнрех пĕлес текенсем кун пирки 8-800-100-00-01 номерпе пĕрлехи контакт-центра тÿлевсĕр шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ.

Д. МИХОПАРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники