Тилĕпе Улатакка

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 23.05.2025, 14:32 Просмотров: 40

Галина Матвеева Тилĕпе Улатакка

Халăх сăмахлăхĕ çыравçăсене яланах хавхалантарнă. Вăл е ку юрă, юмах-халап е каларăш поэтсемпе прозаиксене те, драматургсене те хăйсен хайлавĕ- сене çырма хистенĕ. Фольклорта ăс-хакăл пуянлăхĕ упранать-çке.

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Галина Матвееван «Тилĕпе Улатакка. Лиса и Дятел» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Ăна икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕ. Галина Алексеевнăн хайлавне вырăсла куçараканĕ – Людмила Семенова. Редакторĕ – Ольга Иванова, художникĕ – Юлия Лутошкина.

«Тилĕпе Улатакка» – чăваш халăх юмахне тĕпе хурса çырнă хайлав. Вăл тимсĕрлĕхне пула инкеке лекнĕ тилĕпе паллаштарать. Вăрман тухтăрĕ Улатакка пулăшман пулсан чее чĕрчун сунарçă карчăкĕн çÿхи пулса тăратчĕ ĕнтĕ. Анчах çăлавçă пурпĕр тав сăмахне тивĕçмест. Мĕншĕн-ши? Ку ыйтăвăн хуравĕ кĕнекере пытаннă.

Тилĕ кунта чее те сĕмсĕр ултавçă пулнине куратпăр. Хăй палăртнине пурнăçлассишĕн темчченех суйма хатĕр пуль. Анчах тем чул явăнсан та вĕренĕн вĕçĕ пулатех, хайхискерĕн те шалчи тулать.

Улатакка вара хăйне мĕн каланине йăлтах ĕненет. Вăл мĕнлине малтанхи çаврасенчен пĕринченех пĕлме пулать:

– Тилĕ тусăм, тух кунта,

Мĕн çухатнă эс унта? –

Тет хайхи Улатакка –

Тавçăрулăх çук та-ха.

Ĕçчен кайăкăн юп курса пурăнмалла пек, анчах ыттисене виçесĕр шанни телее вăрлама та пултарать иккен.

О. АВСТРИЙСКАЯ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники