Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ тăрăхĕнчи Управленийĕн инспекторĕсем Шупашкарти пахчаçимĕçе вăхăтлăх упрамалли складра нумай пулмасть кăçал Узбекистанран турттарса килнĕ 15 тонна типĕтнĕ купăстана тĕрĕсленĕ.
«ВНИИЗЖ» ФГБУн Чăваш Енри филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх, хăвăрт пăсăлма пултаракан продукцин пахалăхĕ аван. Ăна мĕнпур требованисене пăхăнса хатĕрленĕ. Узбекистан Республики суту-илÿпе экономика тĕлĕшĕнчен Чăваш Республикин шанчăклă партнерĕ шутланса тăрать. 2024 çулта Чăваш çĕршывне унтан 65 тонна типĕтнĕ пахчаçимĕç (хĕрлĕ кăшман, кишĕр, кавăн), 37 тонна шăнтнă çырла тата 15 тонна пуçлă сухан вăрри турттарса килнĕ.
Чăваш Республики 2024 çулта Узбекистана 119 пин штук ытла йывăçран тунă тĕрлĕ продукци, тĕштырă авăртса хатĕрленĕ çăнăхпа хывăх (1 тонна ытла), 100 тонна çĕрулми вăрлăхĕ ăсатнă. Кăçал çеç январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 9-мĕшĕчченхи тапхăрта Россельхознадзор тĕрĕслесе тăнипе Узбекистана 69 тонна çăнăхпа, йывăçран тунă 54,5 пин штук ытла тĕрлĕ продукципе тивĕçтернĕ.
Июнь 2025 |