Кăçалхи навигаци пуçланнăранпа Шупашкарти юханшыв портĕнче туристсен 161 теплохочĕ чарăннă, çавна май 20 пин ытла пассажир Атăл илемĕпе киленме пултарнă. Кун пирки Правительство çуртĕнче пĕлтернĕ.
Атăл тăрăх курса çÿрекенсен йышĕ çулран çул ÿссе пырать. Муниципалитетсем хушшинчи çеç мар, регионсем хушшинчи маршрутсем те аталанаççĕ. Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Хусана, Свияжска çити ятарлă рейссем уçнă. Кÿршĕллĕ региона халĕ каçхи рейспа та çитме пулать. Тутарстанăн тĕп хулине 800 ытла пассажира илсе çитернĕ.
Сĕнтĕрвăрринче теплоходсене йышăнма дебаркадер вырнаçтарнă. Унта «Метеор» та кĕрсе тухма тытăннă. Регионсем хушшинче пассажирсене теплоходсемпе юханшывсем тăрăх илсе çÿреме республика бюджетĕнче кăçал 18 миллион тенке яхăн уйăрса пама пăхнă. «Шупашкар – Сулахай çыранри пляж» маршрутпа усă курнипе пулакан тăкакăн пĕр пайне те хыснаран саплаштарма палăртнă.
Июнь 2025 |