Туристсем йышлăн килессе шанаççĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 20.06.2025, 13:52 Просмотров: 42

Чăваш Енре «Туризм тата хăнасене кĕтсе илесси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн глэмпингсем тăвасси çинчен эпир хамăр хаçатра унчен темиçе хутчен те пĕлтернĕччĕ. Çак тĕллевпе уйăрса панă укçа-тенкĕпе йĕркеллĕ усă курайманнисенчен ăна каялла илни пирки те хыпарланăччĕ.

Глэмпингсене Улатăр, Йăлăм, Шупашкар, Куславкка тата Красноармейски тăрăхĕсенче туса лартнă. Вĕсем аякран килекен хăнасене йышăнма пуçланă ĕнтĕ.

Республикăн экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ, вице премьерĕ Дмитрий Краснов çапла пĕлтерет: «Эпĕ республикăри мĕнпур глэмпинга çитсе куртăм, вĕсен пахалăхĕ тата сервисĕ аван. Паллах, ĕçлемелли, лайăхлатмалли татах та пур, анчах юлашки çулсенче пурнăç ыйтнипе тан пыни савăнтарать».

Сăмах май каласан, Чăваш Енре 9 территори туризм маршрутне кĕрĕ. Кун пирки Дмитрий Краснов «Контактри» хăйĕн страницинче хыпарланă.

Шупашкарпа Йăлăм – санаторипе курорт туризмĕ валли юрăхлă вырăнсем. Куславккапа Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсем юханшыв туризмĕн центрĕсем пулса тăрĕç. Шупашкар тăрăхĕнче этника туризмне аталантарасшăн, Етĕрне тăрăхĕ – юханшывпа агротуризма. Улатăр тăрăхĕ паломниксене илĕртесшĕн. Муркаш тăрăхĕ Атăл хĕрринче туристсем валли инфратытăма аталантарĕ.Красноармейски тăрăхĕ юханшывсемпе тата кÿлĕсемпе хăпартланасшăн, Йĕпреç тăрăхĕ – кэмпингпа глэмпинглă вăрманлă вырăнсемпе.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники