Республикăри ачасен илемлĕ пултарулăхĕн «Черчен чечексем» фестиваль-конкурсĕнче пирĕн çамрăк талантсем чылай енĕпе палăрчĕç.
Хамăр округри тăватă коллектив унтан тивĕçлĕ наградăсемпе таврăнчĕ. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи «Подсолнух» халăх хореографи ансамблĕ пĕрремĕш степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илчĕ. Куславккари ачасен искусствăсен шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренекенсен «Шевле» фольклор ансамблĕ – иккĕмĕш, «Шевлен» вăтам тата аслă ушкăнĕсене çÿ- рекенсем виççĕмĕш степеньлĕ лауреатсем пулса тăчĕç.
Талантлă ачасене тата вĕсен ертÿçисене Светлана Морсковăна, Анастасия Васильевăна, Галина Осиповăна, Вера Терентьевăна фестивальте лайăх кăтартусемпе палăрнăшăн ăшшăн саламлатпăр! Палăртма кăмăллă, районти Культура çурчĕ çумĕнчи тата Куславккари ачасен искусствăсен шкулне çÿрекен çамрăк артистсем пирĕн округра пулса иртекен культурăллă-массăллă мероприятисенче те куракансене час-часах хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
О. МИХАЙЛОВА.
Июль 2025 |