Пулас предпринимательсене вĕрентеççĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 04.07.2025, 15:53 Просмотров: 45

Харпăр хăй ĕçĕпе ĕçлес тĕллевпе социаллă контракт çырма хатĕр 34 çын çак кунсенче «Манăн бизнес» центртан вĕренсе тухрĕ. Вĕрентÿ программине республикăра «Эффективлă тата конкурентлă экономика» наци проектне пурнăçа кĕртме йĕркеленĕ, вăл пулас предпринимательсен пĕлĕвне ÿстерме пулăшать.

Социаллă контрактпа усă куракансене патшалăх 350 пин тенкĕ парса пулăшать. Анчах та малтан бизнес-план çырмалла, тивĕçлĕ документсене социаллă хÿтлĕх органĕсене тăратмалла, предприниматель пулма хатĕррине çирĕ-плетсе памалла. Енчен те харпăр хăй ĕçне уçма кăмăл тăвакан тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлаймасан, ăна «Манăн бизнес» центрта вĕренме сĕнеççĕ, вĕрентнĕшĕн укçа тÿлеттермеççĕ.

Пулас предпринимателе программăпа килĕшÿллĕн малашне кулленхи ĕçре кирлĕ пулакан вăрттăнлăхсене вĕрентеççĕ, çав шутра организаципе право формине суйласа илме, налук тÿлессипе, бухгалтерипе çыхăннă никĕссене, юридици докуменчĕсене çырса хатĕрлеме тата ыттине те. Курс вĕçленнĕ хыççăн вĕренни çинчен сертификат параççĕ, ăна социаллă хÿтлĕх органĕсем валли хатĕрленĕ документсемпе пĕрле тăратмалла пулать.

«Вĕренÿ – ку вăл харпăр хăй пурнăçне пĕлсе тăрсах, пĕтĕм яваплăха туйса предпринимательствăпа çыхăнтарас тĕлĕшпе тунă пĕрремĕш утăм», – тет Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Лариса Рафикова. – Эпир харпăр хăйшĕн ĕçлес текен кашни çын тĕрĕс йышăнусем тума пултартăр тетпĕр. Акă мĕншĕн ĕнтĕ пĕлĕве ÿстермелли программăсем пулăшăвăн тĕп пайĕ пулса тăраççĕ.

«Манăн бизнес» центрта çулталăк пуçланнăранпа Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Куславккара, Улатăрта, Çĕрпÿре, çавăн пекех республикăри темиçе округра пурăнакансем хăйсен пĕлĕвне ÿстерме пултарчĕç, тесе пĕлтереççĕ Экономика аталанăвĕн министерствинче.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники