Çамрăксен премийĕн лауреачĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 04.07.2025, 15:57 Просмотров: 47

photo 2025 06 30 19 27 08

Июнĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта Çамрăксен кунне уявланă чухне 27 лауреата 2024 çулшăн Патшалăхăн çамрăксен премине савăнăçлă лару-тăрура панă.

Çак награда регионта пурăнакансене пулăшу сĕнекен тĕссенчен пĕри пулса тăрать. Ăна кашни çулах 11 сферăра ăнăçусем тунă яш-кĕрĕме параççĕ. Кăçал литературăпа культура тата искусство сферинче лауреат ятне Куславкка муниципаллă округăн пресс-секретарьне Олеся Михайловăна пама йышăннă. Олеся Владимировна ăна «Пĕрремĕш çĕнтерÿ» ятпа пĕлтĕр пичетленсе тухнă кĕнекешĕн тивĕçнĕ. Асăннă кăларăма Чăваш Ен Цифрăсен министерствипе Чăваш кĕнеке издательстви сĕннипе пичетленĕ. Унта çамрăк писателĕн тата спортсменăн шкул çулĕнчи ачасем валли çырнă 9 калавĕ кĕнĕ.

– Çамрăксен политикине пурнăçа кĕртесси – республикăна аталантарассинче малашлăхлă тĕллевсенчен пĕри. Çак ĕçре вĕрентÿ программисене аталантарса пырасси, çамрăксене ĕçе вырнаçма пулăшасси, стартапсемпе предпринимательсен пуçарăвĕсене ырласа йышăнасси, çавăн пекех культурăллă канма тата вăй-хала çирĕплетме условисем туса парасси тĕп вырăн йышăнаççĕ,– тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники