Пултăран сиенĕ пысăк

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 11.07.2025, 15:05 Просмотров: 40

Чăваш Енре Сосновскин наркăмăшлă пултăранне пĕтерессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Регионти Ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вăл 20 муниципалитет территорийĕнче 843 гектар лаптăкра ашкăрса ÿсет.

Çав хушăрах Канаш, Улатăр тата Елчĕк округĕсенче çак наркăмăшлă ÿсентăран лаптăкĕсем сахалрах тĕл пулаççĕ, анчах та Йĕпреç, Етĕрне, Элĕк, Вăрнар округĕсенче вара питĕ анлă сарăлнă.

Çак сиенлĕ культурăна пĕтерме 2025 çулта республика бюджетĕнчен 9 миллион та 267 пин тенкĕ уйăрнă. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр вăл ашкăрса ÿсекен 642 гектар лаптăка механика тата хими меслечĕсемпе пĕтерме 11 миллиона яхăн тăкакланă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники