Автоклубсем туянма

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 25.07.2025, 15:35 Просмотров: 34

Республикăри 7 округа çак кунсенче автоклубсем туянма субсиди уйăрса параççĕ. Хамăр хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ, автобус çине вырнаçтарнă куçса çÿрекен центрпа пирĕн округа пĕлтĕр тивĕçтернĕччĕ, вăл культура вучахĕ çук çĕрте тата аякра вырнаçнă ялсенче пурăнакансене концертсем кăтартма питех те меллĕ.

Укçа уйăрса парасси çинчен калакан постановление Чăваш Ен Правительствин председателĕ Сергей Артамонов алă пуснă. Документа муниципалитетсем конкурс витĕр тухнине шута илсе хатĕрленĕ. Ку енĕпе ĕçлекен ятарлă комисси 7 муниципаллă округран ярса панă заявкăсене пăхса тухнă, ырланă.

Чăваш Республикинчи муниципалитетсене автоклубсем туянма пурĕ 65 миллион та 800 пин тенкĕ уйăрса пама палăртнă. Çак укçана Вăрнар, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Шупашкар тата Шăмăршă округĕсем илĕç.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники