«Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕ- пе килĕшÿллĕн Чăваш Енре 6 кану вырăнĕ ?глэмпинг, кану бази, этнокомплекс% йĕркеленĕ.
Вĕсем Улатăр, Шупашкар, Куславкка, Красноармейски, Канаш округĕсенче тата Атăл леш енче вырнаçнă. Хăнасем валли 154 çурт лартнă. Кану вырăнĕсене анлăлатаççĕ, пуянлатаççĕ, хăтлă тăвассишĕн тăрăшаççĕ.
х х х
Чăваш Республикинче виçĕ «Валдай» - «Крылов академик», «Александр Ежевский» тата «Майя Костина» - ĕçлет.
Кăçал юханшыв транспорчĕ-сем «Шупашкар - Хусан» маршрутпа 82 хут рейса тухнă, 3253 пассажира кирлĕ вырăна илсе çитернĕ. «Шупашкар - Свияжск» маршрутпа вара 2732 çын çула тухнă, «Валдайсем» 81 рейс пурнăçланă. Ку транспорт августăн 31-мĕшĕччен çÿрĕ.
Палăртмалла: Чăваш Енре юханшыв транспорчĕсем Атăлпа Сăр тăрăх çÿреççĕ. Çул çинче 9 пристань. Чи пысăкки - Шупашкарта. Туристсем пирĕн республикăна круиз пăрахучĕсемпе те килеççĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
