Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев финанс отраслĕнче ĕçлекенсене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламланă. Финанс ĕçченĕсен кунне тата Чăваш Енре Финанс министерствине пуçарса янăранпа 105 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприяти Шупашкарта сентябрĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ.
Унта тарăн пĕлÿллĕ те яваплă специалистсем пулнă май вĕсем Чăваш Республикин патшалăх финансне, предприятисемпе организацисен укçи-тенкине вырăнлă та тухăçлă ĕçлеттернине палăртса хăварнă. Пирĕн округри финанс пайĕ- нче ĕçлекенсем те наградăсене тивĕçнĕ. Бюджет секторĕн заведующине Мария Евгеньевна Князевăна (ÿкерчĕкре варринче) Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне панă, тĕп специалист-эксперт Алевтина Викторовна Петрова Чăваш Ен Финанс министерствин Тав çырăвне, финанс пайĕн начальникĕ Татьяна Николаевна Манюкова «Чăваш Республикинчи муниципалитетсен совечĕ» пĕрлешĕвĕн Тав çырăвне илме тивĕçлĕ пулнă.
О. МИХАЙЛОВА.
Сентябрь 2025 |