Чăваш Ене студентсен «Арктика команди» ятлă экспедици корпусĕ килсе кайрĕ. Унта хутшăннисем 5 кун хушши пирĕн республикăн историйĕпе тата йăли-йĕркипе паллашрĕç. Вĕсем Куславкка округĕнче, Сĕнтĕрвăрринче, Етĕрнере, Наци музейĕнче тата Шупашкарти ГЭСра пулса курчĕç.
Студентсен «Арктика команди» экспедиции корпусĕ - ку вăл Раççейри МИРЭА технологи университечĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсем хушшинчи пысăк пĕлтерĕшлĕ проект. Çамрăксене тĕпчевпе экспедици ĕçĕ-хĕлне анлăн явăçтарас, каччăсемпе хĕрсем хăйсен çуралнă кĕтесне лайăхрах пĕлме пултарччăр тесе вăл çĕршыври 53 регионти 116 аслă вĕренÿ заведенине пĕрлештерсе тăрать. Экспедицисене йĕркелекенсем çулçÿ-ревсен географине тата çавăн пекех тĕпчемелли темăсене тăтăшах улăштараççĕ. Çамрăксем тайгара нумай çулранпа пĕччен пурăнакан, пурте пĕлекен Агафья Лыкова патĕнче те пулнă.
Арктикăра студентсем территорие тимĕр-тăмăртан тата соляркăллă кивĕ пичкесенчен тасатнă. Арктика команди çĕршыв тăрăх йĕркелекен шырав экспедицийĕсенче те тăтăшах пулать.
- Корпусра шутланакан каччăсемпе хĕрсем Раççейри тĕрлĕ регионсене тухса çÿреççĕ, кашни хутĕнчех интереслĕ тата илĕртÿллĕ вырăнсемпе, вĕсенчи йăла-йĕркепе, диалектпа, ремесласемпе, легендăсемпе паллашаççĕ,- тет «Арктика команди» ушкăнăн Чăваш Енри ертÿçи Александр Калинин.
«Арктика команди» пирĕн республикăна та çитсе курчĕ. Экспедицие хутшăнакансем фольклорпа, наци тĕррисемпе, чăвашсен апат-çимĕçĕпе тĕплĕн паллашрĕç, кунти çутçанталăк илемĕпе киленчĕç, интереслĕ çынсемпе курса калаçрĕç, арçынсен мăнастирĕн наместникĕпе Василий Паскьепе тĕл пулчĕç.
- Шупашкар мана питĕ килĕ-шрĕ, хальхи вăхăтри илемлĕ тата аталаннă хула, çыннисем питĕ кăмăллă, хăнасене тарават, хуть те ăçта пырсан та ăшшăн йышăнаççĕ, - терĕ «Арктика команди» корпуса хутшăнакан Даниил Овчаренко.
Çак экспедиципе килнисенчен пĕри Чăваш çĕршывĕнче çуралса ÿсни паллă пулчĕ. Александра Тимофеева тăван çĕр, тăван тавралăх хăйшĕн халĕ пачах урăхла курăнни çинчен пĕлтерчĕ.
- Ку экспедици мана нумай çĕннине курма май пачĕ, тăван кĕтесе юлташсемпе туссен куçĕ-семпе курнă май хам çуралса ÿснĕ çĕршыв чăннипех те питĕ хитре пулнине туйса илтĕм. Чăваш Енпе эпĕ яланах мухтаннă, унпа тĕплĕнрех паллашнă май халĕ ăрусене пĕрлештерсе тăракан пурнăç тĕвви ĕмĕрлĕ- хе пулнине лайăх туйса илтĕм,- терĕ Александра Тимофеева.
«Арктика команди» корпус çулталăк пуçланнăранпа кăна çĕршыври 46 регионра 100 яхăн тĕлĕнмелле проекта пурнăçланă, унта пин ытла çын хутшăннă. Студентсене малашне те çĕнĕ экспедицисем кĕтеççĕ.
Н. ЕГОРОВА.