Республикăра амăш (çемье) капиталĕн шучĕпе пама пăхнă 128,9 миллион тенкĕпе 1100 ытла çемье усă курнă.
Чăваш Енри Ĕçлев министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи сакăр уйăхра амăш капиталĕн укçине çак тĕллевсемпе тăкакланă:
603 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 111, 5 миллион тенкĕ пĕтернĕ;
322 çемье 20 пин тенкĕ пĕр вăхăтлăх тÿлев илнĕ (6,4 миллион тенкĕлĕх);
157 çемье ачисене вĕрентме 7,3 миллион тенкĕ куçарнă;
19 çемье автомашина туянма 3,7 миллион тенкĕ пĕтернĕ.
Аса илтеретпĕр: республикăри амăш (çемье) капиталĕн укçи-тенкипе 2012 çултан пуçласа нумай ачаллă 17 пин те 974 çемье пĕтĕмпе 1 592,5 миллион тенкĕлĕх усă курнă.
Çак укçана «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн параççĕ
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
