Çанталăк тăрук сивĕтме тытăнчĕ. Çавăнпа хваттерсене хутса ăшăтассипе çыăннă ыйтăва хускатни те вырăнлă.
Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Станислав Трофимов пĕлтернĕ тăрăх, кунта ăшăпа тивĕçтермелли тапхăр сентябрĕн 26-мĕшĕнче пуçланĕ. Чи малтан больницăсемпе шкулсене, ача сачĕсене тата поликлиникăсене ăшăтма тытăнĕç.
Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта та шкул çулне çитмен ачасем çÿрекен учрежденисене ăшăпа тивĕçтерме пуçлĕç, 29-мĕшĕнче вара - больницăсене, шкулсене тата социаллă объектсене.
Пурăнмалли çуртсене вара каярахпа ăшă пама пуçлĕç, тĕрĕсрех каласан, пилĕк кун хушши сывлăш температури вăтамран 8 градус ăшă тăрсан.
Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, ăшă çанталăк текех каялла таврăнмĕ. Сентярь уйăхĕн вĕçĕнче пĕрремĕш юр çĕр çине ÿкме пултарĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
