Республикăри Çут-çанталăк министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионти «Ситиматик Чувашия» оператор укçи-тенкипе Чăваш Ен валли хальхи йышши 572 контейнер туяннă. Тĕрлĕ каяш тата çÿп-çап кăларса пăрахмалли 100 савăта Шупашкара турттарса килнĕ ĕнтĕ.
Çĕнĕ контейнерсем туянни компани йăлари хытă йышши коммуналлă каяшсене халăхран пухассине лайăхлатассишĕн тăрăшма, инфратытăма темиçе тапхăрпа çĕнетме тытăннине çирĕ-плетет. Регионти оператор çывăх вăхăтра çак контейнерсене республикăри хуласемпе округсенче вырнаçтарасси пирки пĕлтерет. Чи малтанах кивелсе çитнĕ тата ваннă контейнерсене улăштарĕç.
«Экологири ăнăçлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри Канаш округĕнче çÿп-çап сортлакан комплекс туса лартнă. Хальхи вăхăтра вĕсене Патăръелпе Муркаш округĕсенче тăваççĕ. Çÿп-çап сортламалли комплекссем туни каяшсене вăхăтра турттарса тухса ĕçе кĕртме тата тавралăха варалассине сирсе яма май парать»,- аса илтернĕ Чăваш Енри Çутçанталăк министерствин ертÿçи Эмир Бедертдинов.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
