Сухан ăсатаççĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 03.10.2025, 15:47 Просмотров: 532

Чăваш Енре туса илекен сухана чикĕ леш енне те ăсатни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ. Элита сорта, тĕпрен илсен, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк округĕсенче туса илеççĕ.

Августăн 25-29-мĕшĕсенче Беларуçе 80 тонна севокпа тивĕçтернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вара Беларуçе, Молдовăна, Казахстана, Монголие тата Румыние 1,5 пин тонна сухан ăсатнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Праздники