2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Раççейре «Производство тата хытă каяшсем çинчен» федераци саккунне тÿрлетÿсем кĕртнипе çыхăннă «çÿп-çап реформи» пуçланнăччĕ. Халĕ ку ыйтупа регионти операторсем ĕçлеççĕ.
Пĕлтĕр сентябрĕн 1-мĕшĕнче коммуналлă хытă каяшсемпе (ТКО) çыхăннă çĕнĕ правилăсем вăя кĕчĕç. Çавăнпа Чăваш Енре урамсенчи çÿп-çап контейнерĕсене мĕн тăкма юранипе юраманни пирки аса илтереççĕ. Контейнер таврашне туратсем, çулçă, курăк тата строительствăри каяша тухса пăрахсан штрафлаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем коммуналлă çÿп-çап шутланмаççĕ.
Йĕркене пăсакан уйрăм çынсене саккун 2 пинрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран штрафлама ирĕк парать, предприяти-организацисене - 100 пинрен пуçласа 250 пин тенкĕ таран.
Курăкпа çулçăна компоста яма пулать е ятарласа ирĕк илнĕ организацисене чĕнсе ку тĕллевпе уйăрнă вырăна турттарса каймалла. Вĕсемех строительствăри каяша та кирлĕ çĕре ăсатма пултараççĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
