Паллă тюрколог, ăсчах

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 06.02.2026, 14:53 Просмотров: 40

Чăваш чĕлхин тĕпчевçи, тюркологĕ, филологи ăслăхĕсен докторĕ, профессор, Чăваш АССР наукин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Георгиевич Егоров çинчен илтмен çын Чăваш Енре çук та пулĕ. Энтри Пасарĕнче февралĕн 11-мĕшĕнче кун çути курнă пирĕн чаплă ентеш чăваш тĕнчинче сумлă йĕр хăварнă. Кăçал вăл çуралнăранпа 135 çул çитет.

Василий Егоров тюрколог 1899 çулта Чĕмпĕрти учительсен шкулне пĕтернĕ. Унтан вăл тĕн семинарийĕнче, Хусанти тĕн академийĕнче ăс пухнă, 1916 çулта ÿркенмен чăваш Санкт Петербургри университетра вĕреннĕ.

Нумай пĕлÿ илнĕскер, пирĕн ентеш вĕрентекенте те тăрăшать. Сиринче Палестин обществин вырăссемпе арабсен шкулĕсен заведующийĕнче тăрăшать. Тăван çĕршыва 30 çулта таврăнсан Хусан кĕпĕрнинчи Елабуга хулинче хĕрарăмсен училищинче ĕçлет, Златоуст хулинче халăх училищисен инспекторĕнче те тар тăкать. Халăх вĕрентĕвĕн Омскри пайĕнче инструктор та пулать. 1921 çулта чăвашсен рабочи факультетне йĕркелесе ертсе пыма тытăнать. Тепĕр тесен, унăн пĕтĕм биографине асăнса та пĕтереес çук. Чăваш Енри аслă шкулсенче те ĕçленĕ вăл.

Василий Егоровăн анлă биографийĕнчи сумлă йĕрĕ çапах та чăваш чĕлхине тĕпченипе çыхăннă. Чăваш çырулăхĕн палăкĕсемпе те кăсăкланнă вăл. Унăн нумай енлĕ ĕçĕ çĕршывăн тюркологине самай витĕм кÿнĕ, паянхи чăваш чĕлхине аталантармалли çула уçнă.

Вăл пичетленĕ 60 ытла ăслăлăх ĕçĕн шутĕнче - «Чăваш чĕлхин этимологи словарĕ», «Чăвашла-вырăсла словарь», «Вырăсла-чăвашла словарь» тата шкул кĕнекисемпе вĕренÿ программисем.

Василий Георгиевич Егоров 1974 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники