Ыйтăва пĕрле татса памалла

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 27.02.2026, 15:43 Просмотров: 37

Сĕт-çу рынокĕнчи лару-тăру паян çăмăлах мар. Харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕнчен, ялхуçалăх организацийĕ-семпе фермерсенчен сутăн илекен сĕтĕн хакĕ Чăваш Республикинче кăна мар, çĕршывĕпех чакнине палăртаççĕ.

Çакнашкал лару-тăру сикссе тухнине сĕте тата сĕтрен хатĕ-рлекен продукцие ют патшалăхсене сахалрах сутнипе, унпа усă курнин калăпăшĕ чакнипе, çавăн пекех сĕт нумай суса илнипе тата хатĕр продукцие (сыр, услам çу, типĕ сĕт) çĕршыв тăрăх ытлашши ăсатнипе сăлтавлаççĕ.

2025 çулта Чăваш Республикинче мĕнпур йышши хуçалăхра 511,2 пин тонна сĕт туса илнĕ, ку вăл 2024 çул шайĕнчен 3,3 процент нумайрах. Сĕтрен урăх йышши продукци хатĕрленин калăпăшĕ 19 процент ÿснĕ.

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăхран пухакан сĕтĕн вăтам хакĕ 1 литр пуçне 22,9 тенкĕ пулнă.

Харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕпе (ЛПХ) пурăнакан тата ятарлă налук йĕркипе усă куракан граждансене пулăшма республикăра тĕрлĕ мерăсем вăйра тăраççĕ, çав шутра ĕне усракансем валли пĕр ĕне пуçне 5500-7500 тенкĕ уйăрса параççĕ. Анчах та пĕр ЛПХ шутне 200 пинрен ытла мар. Сĕт паракан 3 ĕне (пушмак пăру) таран туянма пĕр ĕне пуçне 70 пин тенкĕ тÿлеççĕ, анчах та тăкаксен 90 процентĕнчен ытла мар.Çавăн пекех ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентернипе пулнă тăкаксен 90 процентне тавăрса параççĕ. Патшалăх укçи-тенки ĕне тытакан граждансене тăкаксен пĕр пайне саплаштарма пулăшать.

Палăртас пулать, харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерекенсен институтне аталантарма республика бюджетĕнчен 10 тĕрлĕ субсиди уйăрса параççĕ. Харпăр хăй ĕçĕпе пурăнакан пĕр çынна çулталăкне пĕтĕмĕшле илсен 700 пин тенкĕлĕх субсидипе пулăшма пултараççĕ. Патшалăх пулăшăвне регионти бюджетран пур çĕрте те памаççĕ. Чăваш Ен Правительстви пулăшнипе çакнашкал пулăшу мерисем çултан çул ÿссе пыраççĕ. Кăçал та ăна çывăх вăхăтра ÿстерме палăртнă.

2025 çулта харпăр хăй ĕçĕпе пурăнакан 1514 çын 147,2 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.Çав шутра 2325 пуç ĕнене пăхма 574 субсиди - 17,2 миллион тенкĕ уйăрса панă. Тата 448 субсидине 935 ĕне туянма уйăрнă - 64,3 миллион тенкĕ.

Хальхи вăхăтра халăхран пухакан сĕтĕн сутлăх хакĕ пирки республикăра кустсенчи канашлусем иртеççĕ, вĕсенче харпăр хăй ĕçĕпе пурăнакансене выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме патшалăх паракан пулăшу пирки каласа ăнлантараççĕ. Тата ветеринари законодательствине пăхăнмалли ыйтусене пăхса тухаççĕ.

Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Андрей Макушев çывăх вăхăтра муниципалитетсен ертÿçисемпе тата халăхран сĕт пухакансемпе ятарлă канашлу ирттерĕ, унта хальхи лару-тăрăва, халăха, ялхуçалăх таварĕ туса илекенсене пулăшмалли мерăсене сÿтсе явĕç, тесе пĕлтереççĕ Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствинчен.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники