Шыв-шуртан пĕрле асăрханар

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 27.02.2026, 15:49 Просмотров: 45

Хĕл парăнма васкамасть пулин те, çуркунне çавах çитĕ. Эппин, шыв-шура ирттерсе яма тĕплĕн хатĕрленмелле. Шăпах çак ыйтăва пăхса тухрĕç те ĕнтĕ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри управленийĕнче ирттернĕ пресс-конференцире.

Ведомство ертÿçи Станилав Антонов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри 16 муниципалитетра 850 ытла уйрăм çурта шыв илес хăрушлăх пур. Çак ыйту уйрăмах Улатăр тăрăхĕнче çивĕч тăрать. Унта Сăр, Улатăр, Бездна юханшывĕсем çыранран тухма пултараççĕ. Ку округра дамбăсемпе хÿтĕленÿ сооруженийĕсем пулманран 200 çурта шыв илес хăрушлăх пур. Кăçал юр сахал мар çурĕ, çав вăхăтрах çĕр тарăн шăнман. Сăрта, Мăн Çавалра, Атăлта шыв шайĕ кăçал ытларах пулĕ, юханшывсем ытти çулхисенчен чылай маларах, март вĕçĕнчех вăранĕç.

Специалистсем лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ, Гидрометеоцентрпа çыхăну тытаççĕ. Сăр, Мăн Çавал, Бездна юханшывĕ-сем çинче пăр капланасран ăна вырăн-вырăнпа касса кăларĕç. Инкеке лекме пултаракансене пулăшма резерв фондĕнчен укçа-тенкĕ, çынсене вăхăтлăха пурăнмашкăн куçармалли вырăнсем хатĕрленĕ. Çавăн пекех ейÿ тапхăрĕпе çыхăннă ыйтусене мартăн 28-мĕшĕнче Чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн республикăри канашлăвĕнче сÿтсе явĕç.

Л. ПЕТРОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники