Продукци экспорчĕ ÿснĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 20.03.2026, 15:05 Просмотров: 44

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн даннăйĕсем тăрăх, 2026 çулта Чăваш Ен территорийĕнчен ÿсен-тăран продукцине экспорта ярасси палăрмаллах ÿссе пырать. Çулталăк пуçланнăранпа тĕштырă продукцине ытларах янă, пĕтĕм экпорт калăпăшĕн 45 проценчĕ ытла. Иккĕмĕш вырăнта – севок сухан, унăн пайĕ 29,5 процент.

Улшăнусене палăртма кăмăллă: енчен те иртнĕ çул экспортра севок сухан тĕп вырăн йышăннă пулсан (пĕтĕм калăпăшăн çурри ытла), халĕ вара тĕштырăсем малта пыраççĕ. Вĕсен пайĕ пĕлтĕрхи 9,5 процентран кăçалхи 45 процент таран ÿснĕ.

Тĕштырă экспортĕнче сарă пăрăç тата йĕтĕн вăрлăхĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ: 858 тонна çак продукцие Польшăна ярса панă. Тулă хывăхĕ те пысăк вырăн йышăнать – 400 тонна ытла Казахстана ăсатнă.

Пĕтĕмпе Чăваш Енри ÿсен-тăран продукцийĕн экспорчĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 35,8 процент ÿснĕ.

Республика аграрийĕсем çĕнĕ рыноксене, уйрăммăн илсен, Китая тухасссипе те активлă ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр Раççей ял хуçалăх надзорĕ Чăваш Енри çичĕ ял хуçалăх предприятийĕ КНРăн пăрçа тата урпа экспорта ямалли фитосанитари ыйтăвĕсене тивĕçтернине çирĕ-плетнĕ. Унсăр пуçне, регионти çăнăх авăртакан пысăк предприятисенчен пĕри Китая тулă çăнăхĕ яма кирлĕ аттестацие ăнăçлă тухнă та ятарлă системăра регистрациленнĕ. Çак ĕçĕн результачĕ – пĕлтĕр Китая 3,5 пин тоннăна яхăн пăрçа яни. Кăçал хальлĕхе Китая тĕштырă ăсатман.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники