Чернобыльте ĕçленисене – пулăшу

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 27.03.2026, 14:50 Просмотров: 40

Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕ Чернобыльти аварие пĕтерме хутшăннисене, вĕсен çемйисене, çавăн пекех ытти катастрофăсенче радиациленнĕ граждансене социаллă пулăшу парать. Кашни çулах апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне уйрăм çулсерен памалли тÿлевсене заявленисĕрех пама йышăну тăвать.

Кăçалхи апрелĕн 26-мĕшĕнче хурлăхлă датăна паллă тăватпăр – Чернобыльти атомлă электростанцире пысăк авари пулнăранпа 40 çул çитет. Ядерлă реактор сирпĕнсе кайса унта пушар тухнă хыççăн унти тавралăха радиацирен тасатма Чăваш Республикинче пурăнакан çынсем те хутшăннă. 1986 çултан пуçласа 1990 çулччен авари пулнă вырăнта тĕрлĕрен ведомство представителĕсем, пушарниксем, врачсемпе медсестрасем ĕçленĕ.

СФРăн Чăваш Енри уйрăмĕ Чернобыльти АЭСри аварире шар курнă 669 çынна кашни уйăхра укçа тÿлевĕ тата социаллă пулăшу парса тăрать. Аварие пĕтерме хутшăнса инвалид пулса тăнă çынсем сывлăхне сиен кÿнĕшĕн пĕр хутчен паракан компенсацие илеççĕ: пĕрремĕш ушкăнри инвалидсем – 51 113,53 тенкĕ, иккĕмĕш ушкăнри инвалидсем – 35 779,49 тенкĕ, виççĕмĕш ушкăнри инвалидсем – 25 556,85 тенкĕ.

Сывлăха сиен кÿнĕшĕн çулсерен паракан компенсаци виçи – пĕрремĕшпе икĕмĕш ушкăнри инвалидсен – çулталăкра 2 555,70 тенкĕ, виççĕмĕш ушкăнрисен – çулталăкра 2 044,58 тенкĕ. Çемьене тăрантакан вилнĕшĕн пĕр хутчен паракан компенсаци виçи – 51 113,53 тенкĕ.

Асăннă категорири çынсен компенсаци тÿлевĕ илме Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă электрон заявленийĕ тăратмалла е уйрăмăн Клиент службине, е МФЦна заявлени тата кирлĕ документсене памалла. Кирлĕ документсен списокĕнче: паспорт е çынна палăртакан урăх документ* радиаципе сиенленни çинчен панă удостоверени.

Çемьене тăрантакана çухатнă граждансен докуменчĕсем: вăл вилни çинчен панă свидетельство, Чернобыльте пулни çинчен панă удостоверени, çын вилни Чернобыльте пулнипе çыхăнни çинчен тунă заключени, компенсацие илекенни вилнĕ çынпа тăван пулнине çирĕплетекен документсем – сăмахран, çурални çинчен панă свидетельство.

Э. МАКАРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники