«Пехетре» – куславккасен эрни

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 03.04.2026, 15:29 Просмотров: 256

Nqy6gbPj6tA

Иртнĕ кунсенче Шупашкарти «Пехет» агромаркетра Куславкка муниципалитет округĕн эрни пулчĕ.

Вăл чăн-чăн пултарулăх уявне çаврăнчĕ, куракансене илемлĕ юрă-ташăпа, ăсталăх класĕсемпе савăнтарчĕ.

Ку уява карачсен «Энеш» халăх фольклор ансамблĕ, «Çăлкуç», «Радость» ансамбльсем те хаваспах хутшăнчĕç. Вĕсен юрри-ташшисем куракансене çĕкленÿллĕ те хавас кăмăл парнелерĕç, нумайлăха асра юлĕç. Уйрăмах Наталья Красновапа Дина Тюркова солисткăсем пурин чунне те тивекен юрăсемпе савăнтарчĕç.

Добавить комментарий

Последние комментарии