Тамбов кашкăрне те курнă

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 30.04.2026, 13:42 Просмотров: 55

Кĕнекесем те çул çÿреме пултараççĕ. Эсир кун çинчен хальччен илтнĕи? Сăмах кунта библиотека çÿлĕкĕ çинчи кăларăм пĕр вулакан патĕнчен теприн патне куçни пирки пымасть. Хуларан хулана пуйăспа та машинăпа тата ытти транспортпа чăнласах çул çÿрекен кĕнеке çак кунсенче Шупашкара çитнĕ.

Курск облаçĕнче пурăнакан Сергей Михайлов сăвăç Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан поэтсен сăввисене пĕр çĕре пухас тенĕ те 2023 çулта «Çулçÿревçĕ-кĕнеке» проект пуçарса янă. Ку тĕллеве пурнăçа кĕртме алăпа çырса хатĕрленĕ хăйне евĕрлĕ антологи Курскран çула тухнă. Чи малтан вăл Брянска çитнĕ, унтан – Калугăпа Рязане, Тулăпа Воронежа, Волгоградпа Краснодара... Абхазири Çĕнĕ Афон хулинче те уçăлса çÿренĕ, Новороссийскпа Самара та курнă. Пенза облаçĕнче харăсах виçĕ хулана парăнтарнă: Каменка, Пенза тата Никольск. Тамбов кашкăрне те курнă, Орелта чылай çÿренĕ. Шупашкара алçыру Чулхуларан килнĕ. Чăваш Енĕн тĕп хули уншăн - çирĕм иккĕмĕш станци. Хăнана Лариса Петрова сăвăç, куçаруçă тата журналист кĕтсе илнĕ.

Поэзи эстафети

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекинче «Çÿлçÿревçĕ-кĕ-неке» маршрутне Чăваш Ен хăй тÿпине хывни» ятпа поэзи эстафети иртрĕ, ăна Татьяна Захарова ертсе пычĕ. Уява Шупашкарти 49-мĕш шкулта 5-мĕш «б» класа çÿрекенсем чăваш чĕлхине вĕрентекен Людмила Никифоровăпа пĕрле хутшăнчĕç.

Аякран килнĕ кĕнекепе ачасене Лариса Петровăпа Ольга Австрийская сăвăçсем паллаштарчĕç. Чăваш Республикинчен шăпах вĕсен сăввисем кĕрĕç çак кăларăма. Л. Петрова «Чăваш Енĕм» хайлавне икĕ чĕлхепе çырнă, вырăсла ăна Оксана Соснина куçарнă. О. Австрийская «На чердаке заброшенного дома» тата «Атте-анне чĕлхи» сăввисене сĕннĕ. Поэтсем вĕсене илемлĕ каласа пачĕç.

Шкул ачисене çавăн пекех кĕнекен çул-йĕрне сăнланă видео кăтартрĕç. Алçырăва кĕнĕ хайлавсене арçын ачасемпе хĕрачасем те каларĕç, маршрутра асăннă хуласене çĕршыв картти çинче шырарĕç. Тĕлпулу вĕçленеспе вĕренекенсем сăвăçсене ыйтусем пама пултарчĕç. Вĕсем çулçÿревçĕ-кĕнеке пулса курнă хуласене хăйсем те çитсе килме ĕмĕтленнине уççăнах пĕлтерчĕç.

О. ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники