Тупăш кăшт пысăкрах пулсан та

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 22.05.2026, 14:46 Просмотров: 41

Нумай ачаллă çемьесем малашне тупăш пурăнмалăх минимумран кăштах пысăкрах пулсан та пĕрлехи пособи илме пултараççĕ. Кăçал январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пособи илме заявлени çырнă, анчах ыйтăва тивĕçтермен çемьесене те çав укçана пама тытăнаççĕ.

Нумай ачаллă çемьесем пособи илсе тăнă тапхăрăн юлашки уйăхĕнче тепĕр хут заявлени çырса парсан е тÿлев срокĕ вĕçленсен виçĕ уйăхра çак ыйтупа пырсан та пĕрлехи тÿлеве упраса хăвармалли правăпа усă кураççĕ. Пĕрлехи пособие тупăш 10 процент пысăкрах пулсан ку право вăйра тăнă тапхăрта çулталăкра пĕр хутчен кăна параççĕ.

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ май уйăхĕн вĕçĕнче 2026 çулхи январьтен пуçласа пособи пама пăрахмалла тесе йышăннă, хальхи çĕнĕ нормăна тивĕçекен виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесемпе çыхăннă ыйтăва пăхса тухĕ.Республикăра пурăнакансен çĕнĕрен заявлени çырмалла мар. Çĕнĕ йышăну пирки Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнчи харпăр хăй кабинетĕнче вуласа пĕлме пулать.

«Тупăш кăшт ытларах пулнине пăхмасăрах пĕрлехи пособие малалла та илсе тăма май пурри нумай ачаллă амăшĕсемпе ашшĕсене патшалăх ятран паракан пулăшупа усă курма ирĕк парать. Ку ыйтăва тепĕр хут пăхса тухнă хыççăн тупăш кăшт пысăкрах пулнипе пĕрлехи пособи памалла мар тесе йышăннă çемьесем çак тÿлеве регионти пурăнмалăх минимум виçинчен 50 процент чухлĕ тепĕр çулталăк хушши илсе тăрĕç, ку сумма вĕсемшĕн 7 991,5 пин тенкĕпе танлашĕ»,- пĕлтерет Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Валерий Николаев.

Палăртас пулать, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ иртнĕ çул вĕçĕнче ирттернĕ «тÿрĕ лини» итогĕсене пăхса тухнă май тупăш кăшт ытларах тухакан нумай ачаллă çемьесене пĕрлехи пособи илсе тăмалли правăпа усă курмалла тунă. Ачасемшĕн паракан пĕрлехи пособипе çыхăннă мĕнпур условисем çинчен Раççей Социаллă фончĕн сайтĕнче тата Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн регионти страницинче вуласа пĕлме пулать.

Э. МАКАРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники