Куславккапа палашрĕç

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 11.06.2026, 12:38 Просмотров: 198

Чăваш Республикинче шкул ачисем валли çулла ирттермелли мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн июнь уйăхĕнче «Агроэкспедици. Ялти пĕр кун» проекта пурнăçласа Чăваш Енĕн ялхуçалăхĕн уйрăмлăхĕсемпе, культурăпа истори пĕлтерĕшлĕ паллă вырăнĕсемпе паллаштарма палăртнă.

Шупашкар округĕнчи Апаш шкулĕнче йĕркеленĕ çуллахи лагере çÿрекенсем «Агроэкспедици. Ялти пĕр кун» проекта хутшăнса нумай пулмасть Куславкка муниципаллă округĕпе паллашас терĕç.Шанса тăратпăр, çак çулçÿрев вĕсен асĕнче нумайлăха юлĕ, мĕншĕн тесен Куславкка округĕнче тата хулинче курмалли, пĕлмелли чăнах та нумай.

Арçын ачасемпе хĕрачасем чи малтанах Куславккари Н.И. Лобачевскин Музей-çуртне кĕрсе курчĕç, чаплă математикăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç. Сăмах май каласан, музей çумĕнчи тĕп парк Николай Лобачевский ячĕпе хисепленсе тăрать. Çулталăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те унта туристсем йышлă пулаççĕ.

Ун хыççăн вĕсем хуларан инçех мар вырнаçнă «Кайăк вĕçевĕ» ят панă питĕ илемлĕ вырăна çитрĕç. Энĕш шывĕ анлă Атăла юхса тухнине тата вĕсен таврашĕнчи пĕчĕк утравсене курса киленчĕç.

Вĕренекенсем тĕвесем усракан фермăра та пулчĕç, çак тĕлĕнмелле чĕрчунсене курнипе пĕрлех вĕсене савăнсах апат çитерчĕç. Çулçÿрев вĕçленеспе Куснар ялĕ çывăхĕнчи «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал комплексне çитрĕç, тылра паттăрлăх кăтартнă ĕçченсене сума суса пуç тайрĕç.

Çак мероприяти республикăра «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн тата «Единая Россия» партин «Мир возможностей» проекчĕпе килĕшÿллĕн иртет.

А. ГОЛИЦЫН.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники