Диспансеризацире пулмаллине халăх ăнланать

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 11.06.2026, 12:41 Просмотров: 214

Ĕçлекен çын тухтăр патне хуть те хăш вăхăтра та тухса утма, сывлăхне тĕрĕслеттерме пултараймасть. Вăл вара поликлиникăна тепĕр чухне кайса килĕп-ха тесе хăйне хăй лăплантарать.

Районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăн мобиллĕ бригади çулталăк пуçланнăранпах вырăнта диспансеризаци ирттерес тĕллевпе хамăр муниципалитетри предприятисемпе организацисене тухса çÿрет.Çакăн пек пулăшу сĕнни питĕ меллĕ, вăл пациентсен вăхăтне перекетлет, терапевт сирĕн сывлăха ĕç вырăнĕнчех тĕрĕслет, анализсем пама, электрокардиограмма тума пулать.

Район больницин мобиллĕ бригади нумай пулмасть хулари «Радуга» ача садĕнче ĕçлекенсем патĕнче пулчĕ, тухтăрсем 26 çын сывлăхне тĕрĕслеме пултарчĕç.

«Вырăна тухса диспансеризаци ирттерни - сывлăха ĕç вырăнне пăрахса каймасăрах тĕрĕслеттермелли чи меллĕ меслет. Çитменнине тата вăхăт та нумай кирлĕ мар ун валли. Чăн та флюорографире пулмашкăн, маммографи тĕрĕслевĕ ирттермешкĕн тата пĕр-пĕр врач патĕнче сывлăха тĕплĕнрех тĕрĕслеттермешкĕн поликлиникăна кайса килмех тивет. Анчах та диспансеризаципе çыхăннă ытти тĕрĕслевсене эпир вырăнтах пурнăçлатпăр», - тет Валерия Кузнецова терапевт.

Аса илтеретпĕр, районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра диспансеризацие «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Çынсем пĕр пус тÿлемесĕр комплекслă медицина тĕрĕслевĕнче пулаççĕ, вĕсен сывлăхне хаклама, чир-чĕре малтанхи тапхăртах тупса палăртма май пур. Çав шутра - шала кайнисене те, онкологипе çыхăннисене те.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники