Сертификат илме çăмăлрах

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 11.06.2026, 12:41 Просмотров: 223

Цифровизаци пулăшнипе Чăваш Енри çемьесен 93 проценчĕ амăш капиталĕн сертификатне заявлени çырмасăрах илме пултарчĕ.

Амăш (çемье) капиталĕку вăл çемье мĕн чухлĕ тупăш илнине, çын ĕçленипе ĕçлеменнине шута илмесĕрех паракан патшалăх пулăшăвĕ. Кăçал январьтен пуçласа май уйăхĕ вĕçлениччен унпа 1562 çемье усă курнă. Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ 1447 сертификата тепĕр хут заявлени çырмасăрах (проактивно), ЗАГС пайĕ тăратнă документсене тĕпе хурса панă.

Электронлă сертификата Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнчи харпăр хăй кабинетне ярса параççĕ. Енчен те сертификат унта çитеймерĕ пулсан, Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче е уйрăмăн Клиентсен службинче е МФЦ офисĕнче заявлени памалла.

Çемье ача çуралнă хыççăнах çак сертификатпа пепке виçĕ çул тултариччен паракан кашни уйăхри тÿлеве илме е çурт-йĕр кредитне парса татма е пурăнмалли çурт-йĕр туянма (туса лартма) илнĕ кредитшăн пĕрремĕш тÿлев куçарма, ачасене вĕрентме, таварсем туянма, инвалид ачасене кирлĕ пулăшусемшĕн тÿлеме пултараççĕ. Амăш капиталĕнчен юлнă укçана, вунă пин тенкĕ-рен иртмест пулсан, тÿрех пĕр суммăпа илме май пур.

Çуратнă е усрава илнĕ ачисем Раççей Федерацийĕн гражданĕсем шутлансан пирĕн çĕршывра пурăнакансем амăш капиталĕпе усă курма пултараççĕ. Ку тĕслĕхре те ашшĕ-амăшĕ е усрава илнĕ çын Раççей гражданинĕ пулни кирлĕ.

2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн - пĕрремĕш, 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн иккĕмĕш, виççĕмĕш е тата ытларах ача çуратнă (усрава илнĕ) хĕрарăмсем, хуть те ăçта пурăнсан та, амăш капиталĕпе усă курма пултараççĕ.

Пĕрремĕш ачана 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн е иккĕмĕш, виççĕмĕш тата вĕсем хыççăнхи ачасене 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн усрава илнĕ тата патшалăх пулăшăвĕпе ку таранччен усă курман пулсан, çакнашкал правăпа арçынсем те усă кураççĕ.

Э. МАКАРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники