Урамра ялкăшса хĕвел пăхать, шăпчăксем каçса кайсах çурхи юррисене шăрантараççĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче вара «кĕрхи хуплашкаллă» кăларăм кун çути курчĕ. Мăшăр ывăçра сап-сарă вĕрене çулçи выртать. Ахăртнех, ку – пурнăç хура-шурне самай курнă ватă çыннăн алли, çавăнпа пĕркеленчĕксемпе витĕннĕ. Мĕне пĕлтерет-ши ÿкерчĕк? Вуласа тухиччен ку ыйтăва хуравлаймăн.
Хуплашка айĕнче «Ылтăн çулçă» пĕчĕк повесть пытаннă. Унăн авторĕ – чăваш халăх çыравçи Сергей Павлов. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Ирина Калентьева. Тиражĕ – 1140 экземпляр. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2025 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Хайлава автор салтак амăшĕсене халалланă. Ăна чăн пулнине тĕпе хурса çырнă. «Хăрушă ӳкерчĕк паян кун та куç умĕнче. Шухăшăма пăлхатса ячĕ çав самант, киле таврăнсан сисмесĕрех алла ручка тытрăм. Хайлава çырнăранпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ, чунăм пурпĕр ыратма чарăнмасть…» – тенĕ Сергей Лукиянович умсăмахра.
Мĕн пулса иртет-ха повеçре? Автобусра сасартăк янăраса кайнă телефон шăнкăравĕ харăсах темиçе çыннăн шухăш-кăмăлне пысăк витĕм кÿрет. Нина Васильевнăна, ятарлă çар операцине хутшăнакан ывăлĕн сассине илтме ĕмĕтленнĕскерне, хура хыпар анратса ярать. Вунулттăри Василисăн та куçĕ яри уçăлса каять: пĕрисем хаяр тăшманпа кĕрешнĕ вăхăтра теприсем ним пулман пек лăпкă пурăнни тĕлĕнтерет ăна. Кинемейпе хĕре инкек туслаштарать. Ылтăн çулçă сăнарĕ иккĕшне те çывăх-мĕн. Мĕнпе-ши? Хуравне хайлавпа паллашсан пĕлме пулать.
О. АВСТРИЙСКАЯ.