Чăваш Республикинче вĕрентекенсен ĕç укçине часах ÿстересси паллă. Ку çĕнĕлĕх кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Çав уйăхран вĕрентекенсен оклачĕ 50 процент ÿсĕ. Кун пирки Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ.
Хальхи вăхăтра педагогсен шалăвĕнче хавхалантаракан тÿ-левсем, премисем, ĕç пахалăхĕпе йывăрлăхĕшĕн хушса тÿленисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Малашне çав укçана тĕп пая - оклада - куçарĕç. Çавăн пекех нумай çул хушши ĕçленĕшĕн тата квалификаци категорийĕшĕн паракан тÿлев коэффициенчĕсене çĕнĕрен пăхса тухĕç.
Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, педагогсен тĕп оклад никĕсĕн пайĕ хальхи 45 процентран 60-65 процента çитĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
