Çĕрпÿ округĕнче нумай пулмасть ĕне выльăха искусственнăй майпа пĕтĕлентерекенсен професси ăсталăхĕн черетлĕ 38-мĕш конкурсĕ иртнĕ. Ăна «Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» тата «Чĕрчунсен тĕнчине сыхласси» проекчĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Асăннă округри «Куснар» агрофирма» акционер обществине республикăри сĕт-çу хуçалăхĕсенчи операторсем тата патшалăх учрежденийĕсенчи ветеринарсем пухăннă. Конкурса пĕтĕмпе 30 ытла специалист хутшăннă, вĕсен йышĕнче отрасльте 40 çул ытла тăрăшса опыт пухнисем те, çак ĕçпе икĕ-виçĕ çул ĕçлекен çамрăк техниксем те пулнă.
Куславкка округĕн чысне унта Алексей Геннадьевич Купцов хÿтĕленĕ. Вăл пирĕн округри «Куснар» агрофирмăра 2022 çултанпа тăрăшать. Тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн, ялхуçалăх производствинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ăна кăçал ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче – Акатуйра Куславкка муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе хавхалантарнă. Конкурсра та вăл хăйĕн ĕçне аван пĕлнине кăтартса панă.