«Раççей фестивалĕсем» культурăпа туризм центрĕ май уйăхĕнче «Вăрçă çулĕсенчи юрăсем» ятпа пултарулăх конкурсĕ ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Унта Куславкка округĕн Çăкалăх ялĕнчи «Нежность» ансамбле çÿрекен Дина Аркадьевна Тюркова та хутшăнчĕ.
Ку конкурс ыттисенчен чылай уйрăлса тăчĕ, мĕншĕн тесен Аслă Отечественнăй вăрçă пынă çулсенче çуралнă юрăсене юрлама юратакансене тата вĕсене хаклакансене пĕрлештерчĕ. Вăл эпир хамăрăн çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне, унăн нумай ĕмĕрлĕ кунçулне малалла тăсмалли ирĕке сыхласа хăварнă, пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ çĕнтерÿçĕ-салтаксемпе тыл ĕçченĕсен ăрăвне чĕререн тав тунине çирĕплетсе пачĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсене, хаяр çапăçусенче хăюлăхпа палăрнă паттăрсене асра тытнине кĕнекесемпе илемлĕ фильмсенче çеç кăтартса паман, çав астăвăм юрăсенче те юлнă. Хаяр вăрçă çулĕсенче вăл хăватлă хĕçпăшал вырăнĕнче пулнă. Пирĕн салтаксем юрăпа Тăван Çĕршыва ирĕке кăларассишĕн пыракан атакăсене çĕкленнĕ, тăшмана хамăр çĕр çинчен хăваланă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăрçăн малтанхи çулĕсенче 100 ытла юрă çырнă пулнă.
Конкурсра тĕрлĕ номинацисем пулчĕç. Дина Тюркова эстрада вокалне суйласа илчĕ, «Катюша» юрра юрласа III степеньлĕ лауреат пулса тăчĕ.
Пирĕн пултаруллă юрăç Екатеринбургра «Çурхи хавхалану» ятпа онлайн мелĕпе иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери VIII конкурса та хутшăнчĕ. Вăл чăваш халăхĕн «Уй, уй урлă» юррине илемлĕ юрласа пачĕ. «Вокал, халăх вокалĕ» номинацире 40 çултан иртнĕ юрăçсем хушшинче Дина Тюркова I степеньлĕ лауреат пулса тăчĕ, Диплом илме тивĕçрĕ. Сăмах май каласан, ку вăл - пирĕн ентешĕн Пĕтĕм тĕнчери тата Пĕтĕм Раççейри конкурссенче илнĕ виççĕмĕш награди. Ун умĕн, 2025 çулта, Д. Тюркова «Аслă Раççейĕн таланчĕсем» ятлă Пĕтĕм Раççейри пултарулăхпа искусство конкурсĕнче I степеньлĕ лауреат пулса тăнăччĕ, ăна Дипломпа наградăланăччĕ. 2024 çулта та вăл «Талантсен асамат кĕперĕ» Пĕтĕм тĕнчери конкурса хутшăнса II степеньлĕ лауреат ятне тивĕçнĕччĕ.
З. ГУРЬЕВА.