Сосновский пултăранĕ ашкăрать

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 10.07.2026, 10:30 Просмотров: 141

Чăваш Енри ялсемпе хуласен таврашĕнче Сосновский пултăранĕ ашкăрать. Кун пирки тата çак сиенлĕ ÿсентăрана хирĕç республикăра мĕнле кĕрешни çинчен пирĕн районти «Ялав» хаçатра та пĕрре çеç мар çырнăччĕ. Анчах та лавĕ вырăнтан хускални курăнмасть, çынран та çÿллĕ (2 метртан та иртнĕ) сиенлĕ пултăрансем çаплипех çулсем хĕрринче саркаланса лараççĕ. Ку кăна та мар, хăшпĕр ялта çурт-йĕр çумĕнче те ашкăрать вăл...

Сосновский пултăранĕ Йĕпреç, Улатăр, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри округĕсенче уйрăмах вăйлă ÿсни çинчен калаççĕ. Апла пулсан, вăл часах дачăсемпе пахчасене те куçма пултарать. Куславкка тăрăхĕнче çак ыйтăва татса панă-ши?

Республикăра лару-тăру чăннипе мĕнле пулни, Куславкка округĕнче унпа сиенленнĕ лаптăксем пуррипе çукки тата юлашки çулсенче вĕсене пĕтерме патшалăх шайĕнчен мĕн чухлĕ имçам уйăрса пани çинчен районти «Ялав» хаçат урлă пĕлтерсен питĕ аванччĕ.

В. ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники