Пирĕн ентеш – Етĕрне прокурорĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 10.07.2026, 10:32 Просмотров: 231

Чăваш Ен прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратурин приказĕпе Етĕрне район прокурорĕ пулма юстици советникне Александр Кудряшова çирĕплетнĕ.

Александр Николаевич Кудряшов 1987 çулта Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ. 2010 çулта Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл Йĕпреç районĕнче прокурор пулăшуçи пулса ĕçлеме тытăннă. Унтан Канаш, Муркаш районĕсенче прокуратура органĕсенче тăрăшнă, республика прокуратуринче федераллă законодательствăна мĕнле пăхăннине тĕрĕслекен управлени прокурорĕ, Тăвай, Çĕрпÿ районĕсен прокурорĕн заместителĕ пулнă.

2021 çултан пуçласа çак таранччен Елчĕк районĕн прокурорĕ шутланнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники