«Экологи ăнăçлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе ирттернĕ «Çăлкуçсем - Чăваш Ен çĕрĕн еткерлĕхĕ» наукăпа тĕпчев ĕçĕсемпе пултарулăх коллективĕсен проекчĕсен регионти III конкурсне пĕтĕмлетнĕ.
Кăçал мартăн 22-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 10-мĕшĕччен пынă мероприятие ĕçмелли таса шывсен çăлкуçĕсене упраса хăварассине, çамрăксене экологипе çыхăннă тĕпчевсене явăçтарассине тата хамăр республикăн çутçанталăк ресурсĕсене шута илессине халалланă пулнă. Конкурса 30 яхăн авторпа пултарулăх коллективĕсем хутшăннă.
Аса илтеретпĕр, темиçе çул каялла Вырăс географи обществи пулăшнипе шыв тăракан вырăнсене шута илме тытăннă. Хăтлăх кĕртнĕ тата тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ кашни çăлкуçа республикăн цифрăланă картти çине кĕртĕç. Çавна май пирĕн регионти кашни çын тата хăна экологипе çыхăннă даннăйсене пĕлме пултарĕç. «Таса çĕршыв» тата «Ешĕл экономика» проектсенче шăпах çавăн пирки сăмах пырать те.
Жюри çĕнтерÿçĕсемпе призерсене тĕрлĕ номинацисенче палăртнă. «Çăлкуç» çинченчи лайăх видеорепортаж» номинацире Куславккара пурăнакан Сергей Алексеевич Андриянов çĕнтернĕ.
И. ПЕТРОВ.