Çĕрпÿ муниципаллă округĕнчи ялхуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн никĕсĕ çинче 21-мĕш хут республика куравĕ уçăлнă. «Хир кунĕ - 2026» выставка Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсене пĕр çĕре пухнă.
Çак курава çĕршыври 11 субъектран 57 организаци çыннисем килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче паллă селекционерсем, ялхуçалăх отраслĕн эксперчĕсем, ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, профиллĕ аслă шкул преподавателĕсемпе çамрăк специалистсем йышлă. Малта пыракан 32 компани хăйсен ялхуçалăхне тытса пырас ĕçри опычĕпе тата 200 ытла ятарлă техникăпа паллаштарнă.
«Курава агропромышленность сообществинчен килнĕ çынсенчен - селекционерсемпе пысăк хуçалăхсен ертÿçисенчен пуçласа çамрăк специалистсем тата «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнисем таранах - хутшăнни хăех Чăваш Енĕн аграри потенциалĕ пурри, унăн малашлăхне шанни, пирĕн республика селекци ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем туни çинчен калать. Пирĕн опытпа интересленни çав шанăçа татах та çирĕплетет. Çакнашкал хутшăну çĕршывăн агропромышленность комплексне йĕркеллĕ аталантарса пыма пулăшать», - тесе каланă хăйĕн умсăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Мероприяти пынă вăхăтра йăлана кĕнĕ йĕркепе «Агро -100» клубпа та паллаштарнă, республикăри тухăçлă ĕçлекен ялхуçалăх предприятийĕсене асăннă. Çавăн пекех «Фермерсен шкулĕнчен» ăнăçлă вĕренсе тухнисене сертификатсем панă. «Хир кунĕ - 2026» куравра «АПКри хĕрарăмсем» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн регионти тапхăрĕн çĕнтерÿçисене те наградăланă.
«Эпир ялсен территорийĕсене йĕркене кĕртме тата аталантарма хатĕр талантлă, пултаруллă çынсем нумай пулнине куратпăр. Пирĕн тĕллев - вĕсен сĕнĕвĕсемпе пуçарăвĕсене шута илесси, правительство яла аталантарма палăртнă ĕçсен никĕ-сне тунă чухне туллин усă курасси. «Фермер шкулĕ» тата «АПКри хĕрарăмсем» йышши проектсем хастар ертÿçĕсене тупса палăртма пулăшаççĕ. «Агро - 100» клуб - пирĕн ялхуçалăхĕн чи çÿллĕ пусăмĕ, вăл агропром предприятийĕ- сен экономикăри çитĕнĕвĕсене уççăнах кăтартса парать. Паян эпир мĕнпур отрасль валли çĕнĕ чикĕ палăртатпăр, пысăк тухăçлă тата рентабеллĕ ĕçпе ырă тĕслĕх кăтартатпăр»,- тенĕ Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
Выставкăн ăслăлăхпа практика пайĕ те самай кăсăклă тата пуян пулнă. Тĕпчев институчĕ ялхуçалăх культурисен 254 тĕслĕхĕпе паллаштарнă. Курава пынисем çурхи тулăпа урпан, сĕлĕпе сойăн, хуратулăн тата ытти культурăсен çĕнĕ йышши сорчĕсемпе интересленсе паллашнă. Ÿсентăран ÿстерекенсем вырăнти климат условийĕсене хăнăхса çитнĕ сортсене суйласа илмелли çинчен каланă. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, пысăк тухăç туса илес тесен хальхи вăхăтри, малашлăхлă технологисемпе анлă усă курмалла.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.