
Тăван ялтан, тăван кĕтесрен хакли урăх нимĕн те çук пулĕ. Авалтан пыракан йăлапа пирĕн округра ял уявне йĕркелеççĕ. Июлĕн 12-мĕшĕнче Çăкалăхра та чаплă уяв иртрĕ. «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» тата «Çуралнă кĕтесĕн культури» проектсене тĕпе хурса йĕркеленĕ мероприяти пурин кăмăлне те кайрĕ, хаваслă юрă-ташă кăмăла çĕклерĕ.
Кунер территори пайĕн ертÿçи Светлана Матанова пурне те уявпа ăшшăн саламларĕ, тăван яла аталантарассишĕн, тирпей-илем кĕртессишĕн тăрăшакансене, чи хастаррисене, Куславкка муниципаллă округĕн Тав çырăвĕсене парса хавхалантарчĕ.
Пирĕн юратнă артистсем те куракансене хăйсен илемлĕ юррисене парнелеме тăрăшрĕç. Куславккари «Надежда», Кунер клубĕ çумĕнчи «Сударушка» ансамбльсем тата Çăкалăхри «Çăлкуç» ансамбль шăрантарнă юрăсем хыççăн куракансем чылайччен алă çупрĕç. Яша Федоров пирки вара уйрăммăн каласа хăвармалла. Чăн-чăн артистах вăл: хуткупăспа та ăста калать, юрлама та, ташлама та пултарать.
Ял халăхне хăналас йăлана та манман çăкалăхсем. Чăвашсен чи юратнă апатне - шÿрпе пĕçернĕ. Питĕ тутлă тунăшăн Вера Ивановна Ильинана тем пекех пысăк тав.
Спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ Алексей Мартынов та ырă сăмаха тивĕçлĕ. Вăл ялта пурăнакансенчен тата хăнасенчен туслă командăсем йĕркелерĕ. Ачасем те, çитĕннĕ çынсем те чупса ăмăртрĕç, алă вăйне виçрĕç, турник çинче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç, велочупăва та хутшăнчĕç. Ăмăртусем туслăх çĕнтернипе вĕçленчĕç.
Хамăрăн техниксене те тав. Районти Культура çурчĕн автоклубĕ пире хуть те хăш яла илсе çитерет. Унăн заведующийĕ Екатерина Русина пĕчĕк ачасене аквагриммпа усă курма вĕрентет, юмахри сăнарсене ÿкерет. Сасă пахалăхĕшĕн яваплă Александр Селюнин та хăйĕн ĕçне тĕплĕн пурнăçларĕ.
Е. РУСИНА.
Сăнÿкерчĕкĕсем М. ГОРОДЦОВАН.