Çĕрпÿ округĕнчи Вăрманкас Кĕçтемер ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Ильин çыравçăн пĕрремĕш хайлав пуххийĕ Чăваш кĕнеке издательствинче «Çумăр ташши» ятпа 1980 çултах пичетленнĕ. Унтанпа «Тупа», «Вăрманти тĕлпулу», «Тумла», «Çаран çинче», «Асамат кĕперĕ», «Мы из группы советских войск в Германии», «Судьба и быль земли Цивиль» тата ытти кăларăмĕ кун çути курнă.
Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев унăн пултарулăхне пысăка хурса хакланă. «Сăввисенче уçăмлăх, сăнарлăх»,-тесе палăртнă вăл.
Александр Моисеевичăн хайлавĕсем тăван çĕр сĕткенĕпе тулли, вĕсенче атте-аннепе ĕççи теми мала тухаççĕ. Çапах та унăн пултарулăхĕнче çарпа патриотизм та самай пысăк вырăн йышăнаççĕ. 2023 çултан пуçласа вăл ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене халалласа икĕ сăвă пуххи кăларчĕ. Çак кунсенче вара Чăваш кĕнеке издательствинче «Салтак яланах салтак» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Унта пултаруллă поэтăн поэмисемпе сăввисем тата сонечĕсем кĕнĕ. Редакторĕ - Надежда Вечеркина, художникĕ - Сергей Орлов. Тиражĕ - 570 экземпляр.
Хайлавсенчи сăнарсем - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тата Çĕнтерĕве çывхартма тылра ырми-канми вăй хунă çынсем, Чечня вăрçин паттăрĕсем, паянхи кун ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан хастар чунлă яш-кĕрĕм. Вĕсен шухăш-ĕмĕтне, кăмăл-туйăмне, ĕçĕ-хĕлне чуна пырса тивмелле сăнлать автор. Кĕнеке «Ывăл» поэмăран ?2024-2025% пуçланать. Сăвăç ăна ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă, «Мухтав» орденне, II степеньлĕ «Хăюлăхшăн», Анатолий Кони тата ятарлă çар операцине хутшăнаканăн медалĕсене илме тивĕçнĕ кĕçĕн ывăлне Арнольда тата унпа пĕрле çапăçнă пур салтака халалласа шăрçаланă.
«Шанатпăр - çĕнтерÿ çитет» тата «Кунта кунсем те вăрăмрах...» сыпăксенче вулакана сăвăсем кĕтеççĕ. Тĕпре - çак шухăш:
Ялан çĕнтернĕ,
Çĕнтеретпĕр
Эпир.
Çавна тĕнче пĕлет.
Вăрçа
Çĕнтерÿпе вĕçлетпĕр,
Çĕн Майăн 9-мĕш
Çитет...
«Пакунлă яшлăх» тата «Салтак юратăвĕ» ярăмсем сонетсен кăшăлĕсемпе савăнтарĕç. «Вилĕ-мсĕр экипаж» поэмăна А. Ильин Çĕрпÿ тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, Чечня вăрçинче пуç хунă Александр Сергеева, Дмитрий Чекурова, Петр Михеева тата Сергей Васильева асăнса çырнă. «Салтак шăпи» поэмăна вăл Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă салтаксене халалланă. «Етĕрне кĕперĕ» (Акка кĕперĕ) поэмăна - 1941-1945 çулсенче Етĕрнере Сăр юханшывĕ урлă хывнă кĕпере тунă çынсене. Кĕнекене çавăн пекех «Палăк», «Сталинград салтакĕ», «Виçĕ паттăр, виçĕ кăйкăр» поэмăсем кĕнĕ.
О. АВСТРИЙСКАЯ.