Çу кунĕсем чăннипех те хаваслă

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 17.07.2026, 11:24 Просмотров: 134

Çуллахи каникула кашни ача чăтăмсăррăн кĕтет. Кану кунĕсене ырă ĕçпе, усăллă, хаваслă, асра юлмалла ирттересси ачасенчен кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсенчен тата аслисенчен нумай килет.

Майăн 27-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 2-мĕшĕччен Куславкка муниципаллă округĕн 9 вĕренÿ учрежденийĕнче шкул çумĕнчи кану лагерĕсем ĕçлерĕç, вĕсенче 377 ача 21 кун хушши кăнтăрлахи сменăсенче канчĕ.

Ытти çулсенчи пекех, Кунерти, Тĕрлемесри, Куснарти, хулари 2-мĕш тата 3-мĕш, Елчĕкри вăтам шкулсенче, Тĕмшерти А.Г. Журавлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, «Куславккари ачасене аталантармалли центр - «Пчелка» ача садĕнче», «Атăл» спорт шкулĕнче çуллахи лагерьсем канакансене йышăнчĕç..

Çавăн пекех ачасенчен хăшĕ-пĕрисем Чăваш Енри чи лайăх лагерьсенче те канма пултарчĕç. Тĕслĕхрен, ятарлă çар операцине хутшăнакансен 7 ачи «Романтика», «Бригантина», «Алый парус», «Белые камни» лагерьсенче вăй пухать. Пилĕк арçын ачапа хĕрача çуллахи вăхăтра канма «Эткер», «Салют», «Романтика» тата «Алый парус» лагерьсене суйласа илнĕ. 13 вĕренекен халĕ «Солнышко» лагерьти «Çĕнтерме вăхăт» профиллĕ сменăра канать. Пĕри вара «Ачасен обществăлла канашĕ» сменăра «Бригантинăра» пушă вăхăтне ирттерет.

Çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссире тăракан ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси çинчен те манман, вĕсем «Соснячок» тата «Янтарный» лагерьсенче профиллĕ сменăсенче канаççĕ.

Ачасен канăвне йĕркелеме тата усăллă ирттерме муниципаллă округ бюджетĕнчен 1 143 800 тенкĕ уйăрма пăхнă. Çу кунĕ-сем хаваслă, сывлăхшăн усăллă иртсе пыни савăнтарать.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники