Виçĕ ачаллă хĕрарăмсем тивĕçлĕ канăва вăйра тăракан пенси çулĕнчен 3 çул маларах – 57 çулта тухма пултараççĕ. Енчен те хĕрарăмăн тăватă ача пулсан, унăн пенсие 4 çул маларах - 56 çулта тухмалли право пур. Пилĕк е ытларах ачаллă амăшĕсем 50 çул тултарсанах тивĕçлĕ канăва кайма пултараççĕ.
Пенсие срокчен тухас тесен нумай ачаллă амăшĕсен ачисене 8 çула çитиччен воспитани памалла, кунсăр пуçне вĕсен 15 çулран кая мар страховани стажĕ тата уйрăм çыннăн пенси коэффициенчĕ 30-тан кая мар пулмалла. Ватлăхра кирлĕ страховани пенсине палăртнă чухне миçе ачи тĕлĕшпе амăшĕн правине туртса илнине шута илмеççĕ.
«Ачана çулталăк çурă тултариччен пăхнă вăхăта хĕрарăм декрета кайиччен е ун хыççăн ĕçленине кура çеç страховани стажне кĕртеççĕ. Срокчен пенси памалла тесе йышăннă чухне миçе ача çуратнине мар, кашни ачине пăхса ÿстернине шута илеççĕ»,- çирĕплетет Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри управляющийĕ Валерий Николаев.
Стажа шута илнипе пĕрлех хĕрарăмсене пенси коэффициентне шутласа параççĕ. Пĕрремĕш ачине çулталăк çурă тултариччен пăхса ÿстернĕшĕн - 2,7 коэффициент, иккĕмĕшшĕн - 5,4, виççĕмĕшшĕн тата тата ун хыççăн çуралнă пепкисемшĕн амăшне 8,1 коэффициент пама палăртнă.
Пенсипе çыхăннă ыйтусемпе хуравсене «Госуслуги» порталти харпăр хăйĕн счетĕнче, нумай функциллĕ центрăн офисĕнче е Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри управленийĕнче тĕплĕнрех пĕлме пулать.
А. МЕДВЕДЕВА.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
