Шупашкар хули çуралнă кунне хатĕрленет. Августăн 16-мĕшĕнче вăл 557 çул тултарать. Спортпа массăллă мероприятисем «Спартак» стадионра иртĕç, Хĕрлĕ тÿреме вара ĕçлĕ тĕлпулусемпе куравсем валли уйăрĕç.
Урамсене афишăсемпе, ялавсемпе илемлетеççĕ. Çуртсен картишĕсенче вара çак уйăх пуçланнăранпах хаваслă программăсем иртеççĕ. Тĕп мероприятисем Физкультурниксен уявĕнче пуçланнă. Августăн 15-16-мĕшĕсенче Хĕрлĕ тÿ-ремре «Шупашкар хумĕ» ятпа çамрăксен форумĕ иртĕ. Унта хутшăнакансем хăйсен проекчĕ-сене пуçарма, ĕçлĕ партнерсем тупма вĕренĕç. Çавăн чухнех «Шупашкар - Атăл çинчи телей» ретроперспектива фестивалĕ пулĕ. Хула кунĕ ячĕпе тата ытти мероприятисем те иртĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх Хула кунĕ Хĕрлĕ тÿремре уяв концерчĕпе вĕçленĕ.
Август 2026 |
