Чи лайăх ветеринари врачĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 11.09.2026, 11:25 Просмотров: 30

Выльăх тухтăрĕн ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ те яваплă. Ахальтен мар «Тухтăр çынна сиплет, ветврач - этемлĕхе», - тенĕ.

Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин ĕçченĕсем нумай пулмасть хăйсен уявне паллă тунă. Савăнăçлă лару-тăрура професси ăстисем хушшинче чи пултаруллисене палăртас тĕллевпе 2021 çултанпа ирттерекен смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта Чăваш Енри тĕрлĕ округсенчен пурĕ 7 ветеринари специалисчĕ хутшăннă. Конкурсра вĕсен теорие мĕнле пĕлнине тата выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ пахалăхпа хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнине кăтартса памалла пулнă

Палăртма кăмăллă, кăçал «Чи лайăх ветеринари врачĕ-ветсанэксперт» ята Куславкка районĕнчи ветеринари станцийĕн ветеринари аптекин заведующийĕ Надежда Наумова тивĕçлĕ пулнă. Комисси членĕсем шăпах ĕнтĕ вăл пуринчен те ытларах балл пухнине палăртнă.

Надежда Ивановна ветеринари отраслĕнче 38 çул тăрăшать. Вăл продукци хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă документсене хатĕрлесе парать, сиплевпе профилактика пĕлтерĕшлĕ тата выльăх чирĕ анлă сарăласран асăрхаттармалли мероприятисем ирттерме хутшăнать.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники