Хĕл çывхарать

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 18.09.2026, 13:00 Просмотров: 13

Чăваш Енри коммуналлă хуçалăх объекчĕсен 95 проценчĕ ытла хĕллехи ăшăтмалли тапхăра хатĕр. Ку ыйтăва Правительство Çуртĕнче сÿтсе явнă.

Планпа пăхнă 77 котела та улăштарнă тата тĕпрен юсанă. Республикăри 16 муниципалитетра коммуналлă инфратытăма хатĕ- рлесе çитернĕ, ыттисенче ĕçсем малалла пыраççĕ. Централизациленĕ майпа ăшăтакан нумай хваттерлĕ çуртсенче (вĕсем пурĕ 4 пин ытла) системăсене çуса тасатнă, опрессовка тунă.

Социаллă объектсене те ăшă пама хатĕрлесе çитернĕ. 21 муниципаллă округра вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культурăпа спорт учрежденийĕсене хĕле хатĕррине çирĕплетекен документсем панă.

Чăваш Республикин строительство, архитектура тата ЖКХ министрĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, икĕ муниципалитетра - Çĕмĕрле округĕнче тата Çĕнĕ Шупашкар хулинче çак ĕçсене паян-ыран вĕçлеççĕ.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники