Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав службин ĕçченĕсем çулталăк пуçланнăранпа вăрманта çухалса кайнă 14 çынна пулăшнă. Çапла пĕлтерет Инкеклĕ лару-тăру министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕ.
Çак çынсем ытларах çырла-кăмпа пуçтарнă е уçăлса çÿренĕ чухне çухалса кайнă. Анчах каялла тухмалли çула хăйсем тĕллĕн тупайман. Çăлавçăсен çынсене малашне те шырама тивĕ-ха, мĕншĕн тесен кăмпана халăх йышлă çÿрет.Çавăнпа вĕсем пурне те питĕ тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттараççĕ. Вăрмана каясси çинчен çывăх çынсене пĕлтермелле, пĕрле телефон илмелле, зарядка тулли пулмалла. Çутă тĕслĕ тум тăхăнма та манмалла мар. Вăрманта тĕл пулакан паллăсене асра хăварма тăрăшмалла. Çухалса кайсан çийĕнчех 112 номерпе шăнкăравламалла.
Çухалса кайнă çынсене çăлавçăсем кăна мар, волонтерсем те, республикăри Шалти Ĕçсен министерствин тата ытти ведомствăсен ĕçченĕсем те шыраççĕ.
Сентябрь 2026 |
