Суя права хака ларнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.04.2025, 15:42 Просмотров: 1015

Улатăр округĕнче пурăнакан каччă право йĕркине сыхлакансене улталас тенĕ те хăй улталаннă.

Çирĕм виççĕ тултарнă йĕкĕт Çурçĕрте ĕçлесе пурăннă. Унăн тракторист правине илес килнĕ. Ятарласа вĕренсе тухас темен вăл, суя правана сутакана шыранă. Тĕнче тетелĕнче çавăн йышши пĕлтерÿ курсан, хайхи çамрăк питĕ савăннă. Праваллă пулас тесе, палламан çынна 45 пин тенкĕ укçа куçарса панă. Тракторист правине ярса парасса вăл пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи апрель уйăхĕчченех кĕтсе пурăннă, ултавçăсемпе пĕрмай çыру çÿретнĕ. Унтан, хăйне улталанине ăнланса илсен, йĕрке хуралçисенчен... пулăшу ыйтнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники