Куславкка районĕнчи И. Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăн уйрăмĕсенчен пĕрин заведующине должноçри преступленисем тунăшăн айăплă тесе йышăннă.
Суд Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республики тăрăхĕнчи следстви органĕсем пухнă фактсем районти тĕп больницăн фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ тĕлĕшпе айăплав приговорĕ йышăнма çителĕклĕ тесе шутлать. Хĕрарăма РФ Уголовнăй Кодексĕн 292-мĕш статйин 2-мĕш тата 274.1-мĕш статйин 4-мĕш пайĕсенче пăхнă преступленисене тунăшăн айăплаççĕ. Сăмах ĕç вырăнĕпе усă курса улталани тата Раççей Федерацийĕн инфратытăмне саккунсăр витĕм кÿни çинчен пырать.
Следстви тата суд тĕпчесе палăртнă тăрăх, 2023 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа 2024 çулхи февральччен маларах асăннă должноçпа ĕçлекен хĕрарăм фельдшерпа акушер пункчĕ граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парассипе патшалăх заданине йĕркеллĕ пурнăçласа пырать тесе кăтартас тĕллевпе республикăри информаци системине пĕр хутчен кăна мар миçе çынна медицина пулăшăвĕ пани тата вĕсен хакĕ пирки суя сведенисем тăратнă. Çав ултавлă кăтартусене шута илсе, Чăваш Республикинчи обязательнăй медицина страхованийĕн территорири фончĕ Куславкка районĕнчи тĕп больницăн счечĕ çине «медицина пулăшăвĕ панипе пулнă тăкаксене саплаштарас тĕллевпе» саккунсăр 36 пин тенкĕ ытла куçарса панă.
ФАП заведующийĕ саккуна хирĕçле ĕçсем тунине Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республики тăрăхĕнчи следстви управленийĕпе республикăри прокуратура тата РФ Хăрушсăрлăх службин Чăваш Республики тăрăхĕнчи управленийĕн сотрудникĕсем тупса палăртнă.
Суд приговорĕпе ăна 2 çул хушши тĕрĕслев срокĕпе 3 çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă, 100 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Суд приговорĕ халлĕхе вăя кĕмен.
Е. СТЕПАНОВ,
следователь.
Май 2025 |