Чăваш Енри Росреестр пĕлтернĕ тăрăх, республикăра пурăнакансем çулталăк пуçланнăранпа харпăр хăй вăйĕпе тунă 1671 çурт тĕлĕшпе тивĕçлĕ документсем тăратнă.
Кăçалхи тăватă уйăхра ку енĕпе Шупашкар округĕн кăтартăвĕсем пысăк – 693 çурт. Иккĕмĕш вырăнта – Шупашкар хули. Çĕрпÿ округĕнче çак çул граждансем 91 çурт туса пĕтернĕ, Канашпа Муркаш округĕсенче – 82 тата 81.
Кăçал çĕнĕ çуртсем Елчĕк (3), Шăмăршăпа Пăрачкав (5-шер), Çĕмĕрлепе Улатăр округĕ-сенче (6-шар) пуринчен те сахалрах хута янă.
«Юлашки виçĕ çулхи статистикăна илес пулсан, пирĕн республикăра уйрăм çынсен вăйĕ-пе çĕкленекен çуртсен шучĕ ÿсни курăнать. Аса илтеретĕп, 2025 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа «туса лартнă – тивĕçлĕ документсем хатĕрле» принцип вăйра тăрать. Вăл хута янă çуртсенче кадастр учетнне тăратсан тата харпăрлăх правине алла илсен кăна пурăнма юранине пĕлтерет», – тет Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева.
М. ИВАНОВА.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
