50 çул та çитрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2025, 14:31 Просмотров: 72

Фото пионеры 111

Июнĕн 7-мĕшĕнче Куславккари «Островок» кафере Карачри вăтам шкултан 1975 çулта вĕренсе тухнисем тĕл пулчĕç. Çак тĕлпулăва хале Мускавра, Волгоградра, Хусанта, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем пухăнчĕç.

Унта çавăн пекех пирĕн класс ертÿçи Алевтина Ивановна Петрова та пычĕ, вăл хăйĕн çинчен тата çемйи, ачисемпе мăнукĕ-сем пирки каласа кăтартрĕ. Эпир ăна чечексем тата хаклă парне парнелерĕмĕр.

Тĕлпулăва пынисенчен 50 çул каялла пĕр класра вĕреннĕ Борис Григорьевич Райлян асаилĕвĕ уйрăмах килĕшрĕ. Вăл та хăйĕн çемйи, мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕ-сем çинчен каласа кăтартрĕ.

Шкулта вĕреннĕ çулсене аса илсе, эпир пионерсем пек шурă кĕпе, хĕрлĕ пилотка тăхăнтăмăр, хĕрлĕ галстук çыхрăмăр, параппанпа горн сасси янăранă май хамăр класс ертÿçине Алевтина Ивановна Петровăна савăнăçлă линейкăра пионера илтĕмĕр, пионерсен гимне («Взвейтесь кострами, синие ночи!») янăратрăмăр. 1975 çулта Карач шкулĕпе сывпуллашнисем валли 50 çул иртнине асăнмалăх значоксем те хатĕрленĕччĕ. Юлашкинчен пурте чире пула тĕлпулăва пырайман Олег Иванов патне кайса килтĕмĕр. Тантăшĕсене курсан, вăл питĕ тĕлĕнчĕ. Çак тĕлпулу ăна чир-чĕр çинчен самантлăха та пулин манма пулăшрĕ.

Эпир, 1975 çулта Карачри вăтам шкултан вĕренсе тухнисем, хамăр тантăшсене пурне те çак паллă кунпа – шкул пĕтернĕренпе 50 çул çитнĕ ятпа – ăшшăн саламлатпăр, тĕлпулăва йĕркелекене тата ăна ертсе пынă Маринăна тав тăватпăр.

В. ПЕТРОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники