Асăрхануллă пулăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.07.2025, 15:55 Просмотров: 45

Çулталăк пуçланнăранпа республика территорийĕнче тискер чĕрчунсем хутшăннипе 33 авари пулнине шута илнĕ. Çапла пĕлтерет Чăваш Ен Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви.

Июнь уйăхĕнче кăна транспорт хатĕрĕсем вăрманти чĕрчунсене 12 хутчен çапса кайни е вĕсем çине пырса кĕни паллă. Машинăсен ураписем айне ытларах чухне пăшисем, хир качакисем тата хир сыснисем лекеççĕ. Çитменнине тата юлашки вăхăтра çакнашкал аварисене трассăн вăрмансăр лаптăкĕсенче те шута илме пуçланă.

Водительсене ирхине ирех тата каçхине уйрăмах тимлĕ пулма ыйтаççĕ. Шăпах ĕнтĕ талăкăн çак вăхăтĕнче тискер чĕрчунсем çул çине ытларах тухма пултараççĕ.

Çутçанталăк министерстви çапла аса илтерет: тискер чĕрчуна таптаса вĕлернĕшĕн патшалăха укçа тÿлемелле: Тĕслĕхрен, пăшишĕн – 80 пин, хир качакишĕн – 40 пин, хир сыснишĕн 30 пин, мулкачшăн 1 пин тенкĕ.

А. АГЕЕВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники